Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнтерÿçĕсемшĕн ăмăрту умра

Вăхăт сисĕнмесĕрех  малалла шăвать. Акă районти «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисем те хыçа юлчĕç ĕнтĕ. Çакна каламалла: кăçал финалти  вăйăсене 14 шкулти 250 вĕренекен хутшăнчĕ. Командăсен хăйсен пĕлĕвне кăтартса пама тиврĕ. Камсем-ха çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕç. «Зарница» вăййинче пĕрремĕш вырăна Элĕкри вăтам шкул тухрĕ. Иккĕмĕш вырăнта Ехремкасси шкулĕ, виççĕмĕшĕнче – Ураскилт шкулĕ.

«Орленокра» Ураскилтри вăтам шкул мала тухрĕ иккĕмĕшĕпе вииççĕмĕш вырăнсене Юнтапапа Карачура шкулĕсем пайларĕç. Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе, парнесемпе чысларĕç. Республикăра июнĕн 27-мĕшĕнче иртекен çарпа спорт вăййисене Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ шкул тата Ураскильтри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул хутшăнать.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 июня 2006
00:00
Поделиться