Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Куравра – ал ĕçĕсем

Ал ĕç ăстисем кашни ялтах тенĕ пекех пур. Пĕри йывăçран пĕр-пĕр япала ăсталама, тепри тĕрĕ эрешлеме юратать. Иртнĕ кунсенче Элекри ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрне тĕрлĕ татăк-кĕсĕкрен çĕлеме юратакансем пухăнчĕç. «Татăк-кĕсĕк мозаики» ятпа курав иртрĕ. Кунта хутшăнакансем панносем, утиялсем, çемçе теттесем, çи-пуç хатĕрлесе килнĕ. Кĕçĕн Тăванти Пелагея Вавилован, Мăн Вылăри  Ольга Ефремован, Тушкассинчи Дина Иванован, Лидия Егорован, Качалаври Елена Львован ĕçĕсене пысăк хак пачĕç.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 июня 2006
00:00
Поделиться