Çырăнмасăр ача çуратакансем хутшăннă
Пурнăç малаллах шăвать. Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ иртнĕ 5 уйăхри кăтартусене пĕтĕмлетрĕ. Пĕтĕмпе 76 ача çурални паллă. Арçын ачасемпе хĕр ачасене уйрăммăн илсен, шучĕ иртнĕ çулхи майлах. Ашшĕ-амăшĕ пепкисене çĕнĕрех ятсем пани сисĕнет: Камилла, Фотина, Стела тесе чĕнме кăмăл тунисем те пур.
Саккунлă майпа çырăнман хĕрарăмсем çуратнă ачасен шучĕ ÿссе пырать. Пĕлтĕр çак вăхăтра çавнашкал пепкесем 13 пулнă, кăçал – 14.
Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 4 мăшăр ытларах пĕрлешнĕ, пурĕ 37 çемье чăмăртаннă. Уйрăлакансен хисекпĕ чакнине палăртма кăмăллă. Кăçал 13 мăшăр текех пĕрле пурăнма килĕшмен. Çакă пĕлтĕрхинчен 5 мăшăр сахалтарах.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета