Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çу кунĕсенче çул-йĕр тăваççĕ

Тăкăр та тикĕс çулпа утма камах-ха юратмĕ. Шел пулин те районта кашни ял патнех çитмен-ха асфальт витнĕ çул. Анчах шанăç çук мар. Паянхи кун «Мăн Шĕвĕш - Мартынкасси – Шор-Пайраш» çула (тăршшĕ 2,757 км) тĕпрен çĕнетеççĕ. Тĕп подрядчикĕ – «Алиководорстрой» общество. Çавăн пекех халĕ «Элĕк – Вутлан – Анат Татмăш – Тури Татмăш» çула тăваççĕ. «Дорремстрой» организаци ку çула Республика кунĕ тĕлне хута яма палăртать.

2006 çулта çул-йĕр ĕçĕсем вали района бюджетран 12948,7пин тенкĕ уйăрнă, çав шуртан республика бюджетĕнчен 5492,6 пин тенкĕ. Район бюджетĕнче те çул-йĕре çĕнетме укçа-тенкĕ хывса хăварнă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 июня 2006
00:00
Поделиться