Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Каникулта ачасем ĕçлеççĕ

 

Вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ май, ачасен пушă вăхăт сахал мар. Ăна усăллă ирттерни лайăхрах. Çавна тĕпе хурса, шкулсемпе килĕшÿ тăвасси анлă сарăлчĕ. Халлĕхе 16 килĕшÿ турăмăр, 270 ача вали ĕç вырăнĕсем палăртнă.

Паянхи куна илсен, Элĕкре 10 вĕренекен ĕçе кÿлĕннĕ. Вĕсем район центрне тирпей-илем кÿрессипе вăй хураççĕ. Ачасене ĕçе явăçтарассипе Элĕкри вăтам шкул директорĕ А. Дмитриев уйрăмах пуçарулăх кăтартать.

Çул çитменнисем, тĕпрен илсен, хăйсен шкулĕсенче тимлеççĕ, тирпей-илем кÿреççĕ, юсав ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. 8 çĕрте ĕçсем пыраççĕ те ĕнтĕ. Тепĕр ушкăн çак кунсенче районти тĕп больницăра ĕçе тытăнать.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 июня 2006
00:00
Поделиться