Кредит илĕр унпа усă курăр
Пурте пĕлетĕр: кăçалтан пуçласа «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ ĕçлеме пуçларĕ. Унпа килĕшÿллĕн халĕ ялта пурăнакансене çăмăллăхлă кредитсем параççĕ. Килти хушма хуçалăха аталантарас тĕлĕшпе ку таранччен те кун пек кредит парса пулăшман. Çавăнпа та ял çыннисен халĕ çак самантпа усă курса юлма тăрăшмалла. Кредит выльăх-чĕрлĕх тытма, витесем тума, ĕне выльăх тата вĕсем вали апат туянма илме май парать. Çавăн пекех ăна тĕрлĕрен ял хуçалăх техникине, удобренисемпе вăрлăхсем туянма параççĕ. Çăмăллăхлă кредитăн процентне патшалăх хăй çине илет. Ял çыннин илнĕ суммăран çулталăкне 2 процент кăна банка тÿлесе тăмалла. Пирĕн районта ку таранччен 48 килти хушма хуçалăха тытса тăракансем пĕтĕмпе 3 миллион та 500 пин тенкĕ илнĕ. Ку цифрăсем, ытти районсемпе танлаштарсан, пысăках мар. Патшалăх пулăшнă чухне çакăн пек укçа-тенкĕпе усă курса юлмалла. Ял хуçалăхне аталантармалли наци проектне икĕ çуллăха палăртнă. Халь çăмăллатнă майпа паракан укçа-тенкĕпе усă курмасан, кайран çакна пăрахăçлама та пултараççĕ. Мĕншĕн тесен ун пек тĕслĕх 1990 çул пуçламăшĕнче пулнăччĕ. Фермерсене пулăшма вăл вăхăтра патшалăх питĕ лайăх майсем туса пачĕ. Вăй илсе юлнă фермерсене халĕ чылайăшĕ ăмсанса пурăнаççĕ.
Паянхи кун ял çыннисем кредитсене Вăрнарти ял хуçалăх банкĕн филиалĕн Элĕкри представительствинчен тата Элĕкри перекет банкĕн уйрăмĕнчен илме пултараççĕ.