Лагерьте сывлăха çирĕплетĕç
Çу кунĕсем – хаваслă вăхат, уйрăмах шкулта вĕренекенсемшĕн. Халĕ парта хушшине ларса учитель сăмахĕсене илтес çук вĕсен, каникул пуçланнă май ирĕклĕхĕ те нумай. Анчах та чылайăшĕ хăйĕн сывлăхне çирĕплетесси пирки те манман. Июнь уйăхĕнче районти 16 шкул бази çинче 10 ĕçпе кану лагерĕ ĕçлемме пуçларĕ. Тÿрех каламалла, ачасене кичем пулмĕ: тĕрлĕ кружоксемпе спорт секцийĕсем ĕçлĕç. Тĕрлĕ мерпориятисенче ĕç-хакăла пуянлатĕç. Çакна та палăртмалла: соцстрах урлă 7 лагерĕн ĕçне йĕркеленĕ.
Пĕрремĕш сменăра 782 ача каннĕ, çав шутра социаллă страховани фончĕ урлă 350 ача. Вĕсем валли пур услови те çителĕклĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета