Пурте - тăван хуçалăхра
Шĕмшеш тăрăхĕнче тăрăшуллă, ĕçчен çынсем сахал мар. Çавсенчен пĕрисем – Федоровсем. «Шумшеваши» хуçалăх производствинче хастар хутшăнаççĕ вĕсем.
Кил хуçисем, Зинăпа Коля, çамрăк чухнех ял пурнăçне кăмăлланă. Ахальтен мар Зина Шĕмшеш шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн ветеринар профессине илнĕ. Ĕç вырăнĕ тăван кĕтесрех тупăнать. Выльăх-чĕрлĕх пăхса тăрас, вĕсене чиртен сыватас ĕçе кÿлĕнет. Халĕ те ветеринар ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Куллен фермăна васкать З. Федорова. Ял çыннисен ыйтăвĕвене те тивĕçтерет.
Унăн мăшăрĕ Николай – опытлă механизатор. Хуçалăхри уйсен ырлăх-пурлăхне ÿстерессишĕн пайтах вăй хунă вăл. Федоровсен ывăлĕ Саша та механизатор. Кинĕ Надя техник-осеминаторта тимлет. Юлашки вăхăтра ашшĕпе ывăлĕ ферма ĕçне куçнă.