Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вырăна тухса канашларĕç

Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнче çак кунсенче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен канашлăвĕ иртрĕ. Наци проекчĕ мĕнле пурнăçланнине тишкернипе пĕрлех территорине тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç. Çакна палăртрĕç: ял çыннисене кредит парас ĕçе вăйлатмалла.

Канашлу хыççăн Чăваш Сурăмĕнчи çыхăну уйрăмĕнче, краеведени музейĕнче тата ытти çĕрте пулса курчĕç.

Канашлусене ÿлĕмрен вырăна тухса ирттермеллине палăртрĕç.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 июня 2006
00:00
Поделиться