Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Çавăнта, кĕвĕ илтĕннĕ çĕрте...»

 

 

Çак ятпа Халăх пултарулăх çуртĕнчи «6X7» галерейăра наци музыка инструменчĕсен куравĕ уçăлнă. Унта мăн асатте-асаннесем вăйăсенче, юрă-ташăра усă курнă япаласемпе паллашма пулать. Курава Вăрнар, Элĕк, Елчĕк районĕсенчен тата Шупашкар хулинчен пилĕк маçтăр хутшăннă. Ăстаçăсем наци музыка хатĕрĕсемпе çеç мар, вĕсен историйĕпе те хаваспах паллаштараççĕ.

Элĕк районĕнчи Крмал Тени ялĕнче пурăнакан П.Н. Николаев чăваш халăх музыка инструменчĕсене ăсталама пултарни, калама пĕлни пурне те кăсăклантармалла. Пантелеймон Николаевич ăсталанă музыка инструменчĕсене - çăтăрка, параппан, тинкĕлти, шăкăртма, тута купăсĕ, шăпăр, шăхлич, палнай, най-нăй, шакмак тата ытти те – Чăваш Енре çеç мар, республикăра тулашĕнче те пĕлеççĕ, туянаççĕ. Сăмах май, маçтăр япаласене йывăçран хатĕрлет.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 июня 2006
00:00
Поделиться