Çу кунĕсенче сывлăха çирĕплетеççĕ
Ачасене çуллахи каникула усăллă та лайăх ирттерме май туса парассипе Элĕкри социаллă страховании фончĕ те ĕçлет. Акă, çĕртме уйăхĕн пĕрремĕшĕнче 25 ача Муркаш районĕнче вырнаçнă «Ильински» лагере 20 кунлăха канма кайрĕç. Иккĕмĕш смена çирĕм тăваттăмĕшĕнчен пуçланать. Çавăн пекех иртнĕ пиллĕк уйăхра сывлăх енчен хавшак 19 ачана «Утес», «Чайка» сиплев лагерĕсене канма кайма путĕвкăсемпе тивĕçтернĕччĕ. Ватăсемпе инвалидсем, Чеченпа Афганистан вăрçисене хутшăннисене те çăмăллăхсемсĕр хăварман. Вăрçă ветеранĕсем улттăн тĕрлĕ санаторисенче сипленнĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета