Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кашни ĕнерен – 21 килограмм ытла

 

Çу кунĕсем – сĕт сăвассине ÿстермелли чи лайăх вăхăт. Ĕнесем, ĕшĕл курăк çинче çÿретнĕ май, сĕт хушсах параççĕ. Районĕпе илсен, хальхи вăхăтра кашни ĕнерен 11,9 килограмм сĕт сăваççĕ. Çакă, пĕлтĕрхи  çав тапхăртипе танлаштарсан, 1,6 килограмм ытларах.

Нумай сĕтшĕн пыракан ăмăртура «Родник», «Новый путь» хуçалăхсем уйрăмах ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.  Кунти ĕнесем куллен 21-шер килограмм ытла сĕт антараççĕ. «Молния» хуçалăхри ĕнесем те талăкра 17.4 килограмм, Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра 12 килограмм сĕт параççĕ. Асăннă хуçалăхсенче продукции тавралăхĕ те пысăк.

Çав хушăрах «Надежда» (Калинин ячĕллĕ), «Яргунькинский» хуçалăхсенче сăвăм 4-5 килограмран иртмест.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 июня 2006
00:00
Поделиться