Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кредит илеççĕ

 

Чăваш ялĕ пурăнать-ха. Уйрăм çын тытакан килти хушма  хуçалăха аталантарма кредит парасси çине пысăк тимлĕх уйăрма пуçларĕç. Хальхи саманара кивĕлле мар, çĕнĕлле кăна ĕçлемеллине чылайăшĕ лайăх ăнталать. Юнтапа ял тăрăхĕнче пурăнакансем те пурнăçпа тан пырасшăн. Паянхи кун тĕлне 8 çын кредит илнĕ. Çăмăллăхлă кредитпа 2 трактор, 5 мотоблок, 2 ĕне туяннă, ĕне выльăх усрамалли витесем тунă. Кредитпа усă курма кăмăл тăвакансем татах та пур, çитес вăхăтра тепĕр 5 çемье пулăшăва туйса илĕ.

Паянхи кун мĕнле пурăнасси çынран хăйĕнчен те нумай килет. Çавăнпа та ĕçе юратмалла, çĕртен тупăш илме тăрăшмалла.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 июня 2006
00:00
Поделиться