Пĕчченлисем хÿтлĕх тупаççĕ
Район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕ халĕ 6 пин ытла пенсионерăн ыйтăвне тивĕçтерессипе ĕçлет. Паянхи кун районти пĕччен пурăнакан, хÿтлĕхсĕр юлнă 120 ватă çынна учета илнĕ. Вĕсене 107 социаллă ĕçчен пăхса тăрать. Ветерансен çурчĕсем – виççĕ. Халĕ вĕсенче пурĕ 48 çын пурăнать.
Социаллă ĕçченсем хăйсен професси ăсталăхне ÿстерес тĕллевпе час-часах тĕрлĕ конкурссене хутшăнаççĕ. Акă, Элĕкри ветерансен çурчĕ, республикăри конкурса хутшăнса, пĕрремĕш вырăна тухма пултарчĕ.
Хальхи вăхăтра район аминистрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕнче çичĕ çын ĕçлет. Вĕсен тĕп тĕллевĕ – халăха хÿтлĕх парасси.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета