Кредит илекенсем хушăнсах пыраççĕ
Патшалăх енчен пулăшу илни, палах, пысăк çăмăллăх. «АПКа аталанăвĕ» наци проектне пурнăçа кĕртсе пырас, килти уйрăм хуçалăхсем тата хресчен-фермер хуçалăхĕсем çăмăллăхлă кредитсем илме документсем хатĕрлес ĕçсем вăй илсех пыраççĕ.
Паянхи куна илсен, 46 килти хушма хуçалăх 4268 пин тенкĕ кредит илнĕ. Çакă, кашни хуçалăх пуçне илсен 92,78 пин тенкĕ тивет. Кредит пама хатĕрленессипе перекет банкĕнче те ĕçсем активлă пыраççĕ. 5 çын 442 пин тенкĕ кредит илнĕ.
Килти хуçалăха аталантарма кредит илессипе Мăн Вылă ял тăрăхĕнче пурăнакансем малтисен реетĕнче. Кунта 740 пин тенкĕ илнĕ. Ку енĕпе Элĕк, Юнтапа, Тавăт ял тăрăхĕсенче те ĕçсем ăнăçлă пыраççĕ. Вĕсенче 6-7 –шер хуçалăх çăмăллăхпа усă курнă.
Республикăри кредит организацийĕсене документсен папкисене 79 тăратнă.