Уявра паллă артистсем те пулчĕç
Çурхи ĕçсене япăх мар вĕçлерĕç «Восход» хупă акционерлă общество ĕçченĕсем. Ĕçленĕ хыççăн канса илни мĕнрен япăх. Тавăтсен «Акатуй 2006» уявне чăваш эстрада юрăçисем Сергей Павлов, Светлана Яковлева, Константин Евруков, Елена Иовлева, Алексей Московский килсе çитни ял çыннисен кăмăлне пушшех те хăпартлантарчĕ. Уйрăмах Е. Иовлева артистка вар хытмалла култарчĕ. Спорт ăмăртăвĕнче вара вăйлисем тупăшрĕç: ял çамрăкĕсем волейбол тата футбол вăййисене вылярĕç. Тавăт ялĕнчи Сергей Петрова чăн-чăн пахаттир вырăнне хумалла. Мĕншĕн тесен вăл 24 килограмлă кире пуканне 109 хутчен йăтма пултарчĕ.
Уявра карусель те çаврăнчĕ, суту-илÿ те ĕçлерĕ. Тавăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Михайлов тата «Восход» ертÿçи Ю. Моисеев уяв ăшшăн саламларĕç кунта пухăннисене.