Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Юбиляр чунтан савăнчĕ

ПурнăçРа çыннăн терт-нушине сахал маар курма тивет. Лутра Пакăш ялĕнчи Клавдия Яковлева ачаран ĕç енне туртăнса ÿснĕ. Вăрçă пуçланне çул вăл вун тăххăрта пулнă. Çамрăклăхăн илемлĕ вăхăтне йывăрлăх хупласа хунă. К. Яковлева кладовщикра, бригадирта ĕçленĕ. Сутуçăра вăй та хунă. Хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлтан пурнăçланă. Халĕ ĕç ветеранĕ Шĕмшешри ветерансен çуртĕнче пурăнать. Нумаях пулмасть ăна 80 çул тултарнă ятпа районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕçченĕсем, Шĕмшеш ял тăрăхĕн специалисчĕсем тата юлташсем саламларĕç. Ватă çын хăйне чыс тунăшăн чунтан савăнчĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 июня 2006
00:00
Поделиться