Çĕнĕ техника туянчĕç
Укçа-тенкĕ тĕлшĕнчен йывăр лару-тăрăва пăхмасăр кăçал ял хуçалăх предприятийĕсем çĕнĕ техника чылай туянчĕç. Сăмахран, «Новый путь» хуçалăх тыр-пула лайăх технологипе акма «Обь-4» тата ферма вали «Кормилец» агрегатсем илсе килчĕ.
Г. Исаев хресчен-фермер хуçалăхĕ çĕр улми туса илнĕ çĕрте иккĕмĕш çул хăватлă комплекспа усă курать.
«Родник», «Звезда», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсем МТЗ-82 трактор илме пултарчĕç. Мăнвылăсем преслакан техника туянма та май тупрĕç.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета