Ĕçре те, спортра та маттур
Ял тăрăхĕсем хушшинче çăмăл атлетика эстафета ăмăртăвĕ иртнине пĕлтернĕччĕ. Унта Элĕк ял тăрăхĕн команди пуринчен те çивĕчрех пулнă, пĕрремĕш вырăна тухнă. Çĕнтерÿçĕ-командăра ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Алевтина Андреева, Роза Иванова тĕп специалист, Леонид Михайлов специалист, ял тăрăхĕн депутачĕ Виктор Кротов ăмăртнă. Элĕк ял тăрăхĕн атлечĕсем хаклă парне выляса илнĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета