Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

602 çемье субсиди илнĕ

Тупăш сахалтарах илекен çемьесене топливо туянма, газпа усă курнăшăн тÿлеме субсиди парассипе ĕçсем малалла пыраççĕ. Иртнĕ пиллĕк уйăхра 602 çемьене пурĕ 915591 тенкĕ тÿлленĕ.

Субсидие çын пуçне пурăнма кирлĕ укçа виçине шута илсе палăртатпăр. Ку хисеп халĕ ĕçлекенсемшĕн 2730 тенкĕ, пенсионерсемшĕн 1906 тенкĕ шутланать.

Çакна та палăртмалла, документсене уйăхăн 15-мĕшĕччен тăратсан субсидие çав уйăхрах, çав числоран ирттерсе тăратсан тепĕр уйăхĕнче куçарса паратпăр.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 июня 2006
00:00
Поделиться