Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шкула медальпе пĕтерекенсем те пур

Нумаях пулмасть шкулсенче юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Уйрăмах вун пĕрмĕшсемпе тăхăрмĕшсемшĕн пăлхануллă иртрĕ Ку самант, мĕншĕн тесен экзаменсем кĕтетчĕç. Халĕ вара вĕсем те хыçа юлчĕç. Кăçал районти шкулсенче 297 ача вун пĕр класс пĕтерет, пурнăçăн анлă çулĕ çине тухать. Пĕрлехи экзаменсен кăтартăвĕсене тишкерес пулсан, япăх мар. Халĕ çакă паллă: Элĕкри вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ 7 вĕренекен медале тивĕçĕç. Вĕсенчен виççĕшĕ – ылтăн, ыттисем кĕмĕл медальсем илчĕç.

Тăхăрмĕшсем – 350-а яхăн экзаменсене ăнăçлă тытрĕç. Вĕсенчен нумайăшĕ пĕлĕвне тăван шкулĕсенчех ÿстерĕ, теприсем ятарлă специальнăç илме пĕр-пĕр çĕре çул тытĕç. Ăсату каçĕсем чылай çĕрте çĕртме уйăхĕн çирĕм виççĕмĕшĕнче иртеççĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 июня 2006
00:00
Поделиться