Арман ĕçлеме пуçларĕ
Элĕкри «Ял хуçалăх техники» предприяти территорийĕнче вырнаçнă арман виçĕ çул ĕçлемерĕ. Çак кунсенче кунта çăнăх тепĕр хут кăларма пуçларĕç. Арманти ĕçсене йĕркелесе яраканни – «Молпродтопсервиз» общество. Паянхи кун кунта тăхăр çын вăй хурать. Ĕçе икĕ смена çине куçарсан çынсем татах та кирлĕ пулаççĕ. Юсавпа йĕркелÿ ĕçĕсене кĕске вăхăтра туса ирттернĕ. Тырă кÿлсе килесси пирки те килĕшÿ тунă ĕнтĕ. Çакна каламалла: арманта пахалăхлă тырă кăна йышăнаççĕ. Унта сехетре пĕр тонна яхăн çăнăх кăларма пултараççĕ. Район пуçлăхĕ А. Платонов арманта ĕçлекенсемпе тĕл пулчĕ, ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ, сĕнÿсем пачĕ. Арман ĕçлесе кайнипе кăмăллă пулчĕ вăл.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета