Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Йывăр çемьесене - тимлĕх

Социаллă хÿтлĕх органĕсенче çемьесене категорисем çине уйăрса пăхса тăратпăр. Çакă вĕсене укçа-тенĕ тÿлессине, çăмăллăх, пулăшу парассине лайăхлатма май парать.

Специалистсем йывăр çемьесне тупса палăртасси  çине тимлĕх ытларах уйăраççĕ. Паянхи куна илсен, çав категорисем 79 шутланаççĕ, вĕсенче 172 ача. Районта çавăн пекех тулли мар çемьесем 302, нумай ачаллисем 423 шутланаççĕ. 101 çемьере – ача-инвалидсем.

Хальхи вăхăтра уйрăмах йывăрлăхрисем 40 çемье, вĕсенче 87 ача. Кусем енĕпе социаллă сфера ĕçченĕсем актсем хатĕрленĕ, май килнĕ таран сĕнÿ-канаш панă. Июнь уйăхĕнче йывăр çемьери 8 ачана  «Шурă чулсем» сывату лагере канма янă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 июня 2006
00:00
Поделиться