Сăрлаççĕ, илемлетеççĕ
Районта 72 культура учрежденийĕ. Унта ĕçлекенсемшĕн хĕлле те, çулла та каннăç çук. Халĕ нумай культура учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ: стенасене, урайсене сăрлаççĕ. Котелсене те пăхса тухаççĕ. Çакна палăртма кăмăллă: клуб учрежденийĕсен ертÿçисенчен чылайăшĕ юсав ĕçне хăйсен вăйĕсемпе пурнăçлама май тупнă. Библиотекăсене те çĕнĕ сăн кĕртессипе ĕçлеççĕ. Ехремкассинчи, Тавăтри, Тенири, Мăн Вылăри, Ураскилтри, Чăваш Сурăмĕнчи, Йăлкăшри библиотекăсенче ĕçсем анлă сарăлнă. Библиотекарьсем вăй-хала шелеменнине те асăнмалла. Çĕнетсе илемлетнĕ пÿлĕмре ĕçлеме те кăмăллă паллах.
Кăçалхи çул Карачура ялĕн культура çуртне газ кĕртес ыйтупа ĕçсем малалла пыраççĕ.