Ял юбилейĕ
Крымсарайкка ялĕ 225 çул тултарнине халалласа уяв иртрĕ. Илемлĕ кĕвĕ ир-ирех уява йыхравларĕ. Ял çыннисем ял тăрăхĕн администрации çурчĕ умĕнчи лапама йышлăн пуçтарăнчĕç. Чи ватти, С. Дмитриев, 90 çулта, чи çамрăкки 6 уйăхра. Культура ĕçченĕсем «Крымсарайкка ялне – 225 çул» ятпа йĕркеленĕ стенд пурне те килĕшрĕ.
Уявра ăшă сăмахсем нумай пулчĕç. Раисăпа Виталий Ивановсемшĕн çак кун яланлăха асра юлĕ, мĕншĕн тесен вĕсем пĕр çемье чăмăртаннăранпа 45 çул çитнĕ, 5 ачана кун çути парнеленĕ вĕсем. Çирĕп çемьене парнесем парса чысларĕç. Çавăн пекех Дангеевсен, Гордеевсен çемйисем хисепе тивĕçрĕç.
Вырăнти артистсем илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç, ташăпа ташларĕç. Спорта юратакансем тĕрлĕ ăмăртусенче тупăшрĕç.