Ял пурăнсан тăван чĕлхе пĕтмĕ
Ял. Çĕрĕм-шывăм шăпах унпа никĕсленсе тăрать. Ял çынни çĕр çинче тăрăшать, çăкăр, сĕт-çу, аш-пăш тăвать. Кĕскен каласан, хăйне те, хула çыннине те тăрантарать.
Кăçалтан муниципалитетăн ял тăрăхĕсем çĕнĕрен йĕркеллерĕç. Эпĕ çураслса ÿснĕ вырăн каллех пилĕк Тени пулса тăчĕ: Кÿпеш, Кармал, Кайри Хирлеп, Малти Хирлеп, Йăранар е Кÿлхĕрри Тени. Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулсенче çак ялтан Смурутин уйрăлса тухнă. Халĕ вăл урăх вырăна куçнă. Йăранар та кăçалчен чылай хушă урăх ял администрацийĕн йышне кĕнĕ. Халĕ – малтанхи пекех пилĕк Тени пурте пĕр чăмăрта.
Çĕнĕ тытăма ертсе пыма халăх Кармалта çуралса ÿснĕ, Кÿпеше качча тухса çемье çавăрнă виçĕ ача амăшне Г. Мурзаковăна суйларĕ. Ача садĕнче, хуçалăхра зоотехникра ĕçленĕ. Вăр-вар та çивĕч, çынпа пĕр чĕлхе тупма пĕлекен çамрăк хĕрарăм. Тĕлĕнмелле: тăван ялăмрах çуралса ÿснĕскере эп халиччен курман та иккен.
Çĕнĕ ĕçе хĕрÿллĕн пуçăнчĕ Галина Николаева. Пилĕк ялта – 359 кил, 958 çын. Икĕ хуçалăх – «Прогресс» кооперативпа акционерсен «Озерное» («Кÿлхĕрри» темелли –и ăна чăвашла) уçă пĕрлешĕвĕ. Культура çурчĕ, клуб, библиотека, çыхăну уйрăмĕ, фельдшерпа акушер пункчĕ, лавка пур. Ялсене асфальт сарнă çул çыхăнтарать. Кунти халăх выльăх-чĕрлĕх йышлă усрать. Хурт-хăмăр тытакан та çителĕклех.
Ял тăрăхĕн пуçлăхне мĕн шухăшлаттарать-ши. Чи куллянмалли – ял ватăлса пыни, çамрăксем иртĕхсе кайни. Хăш-пĕр килсенче ватăсем çеç юлнă. Пушаннă çуртсем те пур. Эпĕ 1965-1968 çулсенче Тенири 8 çул вĕренмелли шкулта ĕçлерĕм. Ун чухне 10 класс-комплектра 300 ытла ача вĕреннĕ. Шкулăн çĕнĕ çуртне хута ярсан 11 класс вĕренмелли вăтам шкул уçрĕç. Халĕ – каллех 9 çул вĕренмелли шкул кăна. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче пурĕ те 97 ача çеç парта хушшинче ларнă.
Çак кăткăс ыйту тавра Галина Николаевна хăйĕн çумĕпе Елена Николаевна Осиповăпа, ял тăрăхĕн 12 депутачĕпе, активпа пухăнса канашларĕ. Яла чĕрĕ сывлăш кĕртес тесен чи малтанах унăн авалхи йăли-йĕркине тытса пымалла, вĕсене çĕнĕрен çуратса вăй илтермелле. «Ял уявне ирттерес!» - çуралчĕ ырă шухăш.
Хальхи вăхăтра çакăн евĕр нимĕнле мероприяти те укçа-тенкĕсĕр, нухратсăр йĕркеллĕ иртеймĕ. Пулăшаканĕсем те çителĕклех тупăнчĕç: пĕрлешĕвĕн директорĕ И. Александров, ЯХПК председатĕлĕ Н. Прохорова, Кайри Хирлепри Г. Исаевпа В. Узянов фермерсем, Ю. Васильев, И. Прохорова, В. Антонов культура ĕçченĕсем çанă тавăрсах уява хатĕрленме тытăнчĕç.
Ял тăрăхĕн, «Прогресс» хуçалăхĕн кантурĕсем, клуб, библиотека пĕр çуртра вырнаçнă. Çа кикĕ хутлă çурта хуçалăха чылай çул ертсе пынă Г. Соколов чухне çĕкленĕ, халĕ Геннадий Петрович – район пуçлăхĕн çумĕ.
... Эпĕ çитнĕ чухне сип-симĕс йывăç хушшинчи пысăках мар лăпамра кăвак тĕтĕм йăсăрланатчĕ: кăвайт çине шÿрпе пĕçерме пысăк хуран çакса янă. Хам ÿсĕмрисемпе чун каниччен калаçрăм, пĕр-пĕрин çинчен ыйтса пĕлтĕмĕр. Шел, çамрăксене пĕлейместĕп. Вĕсем маншăн - çĕнĕ ăру.
Пĕрремĕш хут пулакан ял уявне муниципалитет пуçлăхĕ Галина Николаева Мурзакова уçрĕ. Вăл ял пурнăçĕ, унăн тытăмĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Аллинче пĕр хут татăкĕ те çук, таса чăвашла калаçса çынсен чĕрине хускатрĕ. Хуçалăх ертÿçи Н. Прохорова çур аки пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ.
Надежда Ефимовăн мăшăрĕ А. Прохоров район администрацийĕнче ял хуçалăх пайне ертсе пырать. Вăл Тенисене уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ.
Нумай ача çуратса, пăхса çитĕнтернĕ çемьесене ял уявĕнче чыслăн паллă туни – чи савăнăçлă самант. Малти Хирлепри Рыгаловсем 11 ача, Кÿпешри Иванпа Лидия Емельяновсем тата Кармалти Терентьевсем вуншар ача пăхса çитĕнтернĕ. 3-4 ача çитĕнтернисем те йышлă. Вĕсене уявра юрă-ташăпа, хаклă парнесемпе чысларĕç.
Уявра спортăн ăмăртăвĕ иртрĕ.
Тени уяв ялĕнче мана чи малтанах çакă килĕшрĕ: кунĕпех чăн-чăн чăвашла калаçнине çеç илтрĕм. Кун пеккине, чăн та, хальхи вăхăтра сахал тĕл пулатăн. Уяв хыççăн хам вали эпĕ çапла пĕтĕмлетÿ турăм: ял çулсеренех аталанса пырсан чăваш чĕлхи те пĕтмĕ. Вăл та çулран çулах мăнаçланса пырса пулас ăрусем вали юлĕ. Çакăншăн тăрăшмалла та пирĕн пурин те.