Пĕрлĕхлĕ экзамен мĕн кăтартрĕ
Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕнче Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзамен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Математикăпа экзамена вун пĕрмĕш класри 297 вĕренекен тытнă. Вырăс чĕлхи, обществоведени, географи, истори, биологи, хими тата физика экзаменĕсене кашни хăй ирĕкĕпе суйласа илнĕ. Кăтартăвĕсем сакăн пек: хими предмечĕпе задание 9 вĕренекен 100 процент пурнăçланă, вырăс чĕлхипе 232 хĕрпе каччăран – 91,8 процент, математикăпа 293 вĕренекенрен – 94,3, обществоведенипе 32 вĕренекенрен – 96,9, историпе 13-рен 100 процент, биологипе 52-рен – 98,1, физикăпа 11 вĕренекенрен 90,9 процент.
Курăнать ĕнтĕ, экзаменсен кăтартăвĕсем вĕренекенсенчен чылайăшĕ программа материалĕсене ăнăçлă пурнăçланине уçса параççĕ. Акă, математикăпа Элĕк шкулĕнчи Елена Путерова 86 балл пухнă. Обществоведенипе çак шкулти Елена Матвеева, Евгений Чернов, Андрей Порфирьев чи умай балл çĕнсе илнĕ. Вырăс чĕлхипе ку шкулти Ольга Архиповăпа Елена Путерова лайăх кăтарту тунă.