Вĕренекенсем конкурса хутшăнаççĕ
Вĕренекенсем конкурса хутшăнаççĕ
Районти сакăр вĕрентекен республикăри конкурса хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсем пурте – паянхи пурнăçпа тан утакансем, ачасемпе творчествăлла ĕçлекенсем. Карачура шкулĕнчен кĕçĕн классенче вĕрентекен Оксана Иванова, Ехремкасси шкулĕнчен математика учителĕ Раиса Алексеева конкурса хутшăнчĕç. Вырăс Сурăм шкулĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Зоя Леонтьеван вĕренекенĕсем тĕрлĕ олимпиадăсемпе конкурссенче палăраççĕ. Вăл та конкурсран пăрăнман. Элĕк шкулĕнчен тăваттăн конкурсра тупăшрĕç. Кусем: Эдуард Волков, Галина Арсентьев, Юрий Алексеев, Тамара Чашкова. Кашниех документсене тăратнă ĕнтĕ. Кăтартусем мĕнлерех пулĕç - кайрантарахпа пĕлĕпĕр.