Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленеççĕ
Районти мĕнпур вĕрентÿ учрежденийĕсенче хальхи вăхăтра çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленес ĕçсем пыраççĕ. Ку енĕпе пурнăçламалли плансене туса хатĕрленĕ, укçа-тенкĕ уйăрнă. Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне Вырăс Сурăмĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул çурчĕн тăррине тĕпрен юсама, Кĕçĕн Тăван шкулĕнче электрооборудование çĕнетме палăртнă. Юнтапа шкулĕнче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем вара çĕнĕ шкул çуртне туса пĕтерсе хута ярасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Çак кунсенче столовăй вали 250 пин тенкĕлĕх çĕнĕ технологи хатĕрĕсем туяннă. Ку вăл – апат пĕçермелли хуран, электроçатма, мармит, савăт-сапа çумалли хатĕрĕсем, кухня сентрисем тата ытти те. Çĕнĕ вĕренÿ çулне юнтапасем çутă та пысăк çуртра кĕтсе илчĕç.