90-ра та ĕçлет, ташлать
Йăлкăш ял тăрăхĕнчи Изванка ялĕнчи Ульяна Антоновна 91 çула кайнă. Çапах хăйне лайăх туять-ха.
Унăн ашшĕн, 4 хĕр пулнă. Вĕсенчен чылайăшĕ 90 çул ытла пурăннă.
У. Антонова хăй ĕмĕрĕнче пĕр куна та ахаль ирттермен. Нимĕнле ĕçрен те хăраман, яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Вăрçă вăхăтĕнче хĕлле вăрман ĕçленĕ чухне хастар пулнă. Аллăмĕш çулсенче сĕт пухассипе тимленĕ, ку енĕпе районта пĕрремĕш вырăна тухнă.
Йывăрлăхсене сахал мар тÿссе ирттернĕскер пурнăçа юратни палăрать, савăнма пĕлет. Вăл Ватă çынсен кунне çулленех кучченеçпе пырать, унтан килне ташламасăр каймасть. Ташă картине тухсан ăна хăй çулĕсене параймăн.
Ульяна Антонова эмел курăкĕсем пухассипе те ĕçлет. Вĕсене «Коопзаготпром» пĕрлешĕвĕ леçет. Ĕçе тата пурнăçа юратассипе – унран тĕслĕх илмелле те.