Çĕнĕ йышши икĕ машина килнĕ
Чирлĕ çын пурнăçĕ чылай чухне ăна пĕрремĕш пулăшу хăш вăхăтра тата епле лару-тăрура кÿнинчен килет. «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн район тĕп больницин васкавлă уйрăмне ятарлă автомашинăсемпе тивĕçтерессине пĕлтернĕччĕ. Иртнĕ кунсенче вара района икĕ «ГАЗель» килчĕ. Çĕнĕ транспорт чирлисем патне хăвăрт çитет кăна мар, çул çинчех пĕрремĕш пулăшу пама май парать.
Сăмах май каласан, васкавлă пулăшу ĕçченĕсем çулталăкра 3,5 пине яхăн çынна йышăнаççĕ. Юлашки çулсенче вара шур халатлă ĕçченсем чирлисем патне 20 минутра çитни 55,2 процентран (2003 çул) 58,8 процента (2005) çити ÿсрĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета