Çĕрĕн хуçа пулсан - ĕç те ăнса пырать
ЭЛĔК район пуçлăхне А.И. Платонова суйланăранпа сакăр уйăх иртрĕ ĕнтĕ. Çак тапхăрта мĕнле улшăнусем пулса иртнĕ-ха. Район экономикине çĕклес тĕлĕшпе палăртнă тĕллевсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ-и? Район пуçлахĕ Элĕксен малашлăхне мĕнлерех курать. Ăна Анатолий Ивановичпа çакăн пирки калаçатпăр.
- Анатолий Иванович, ĕçе чи малтанах мĕнрен тытăнтăр?
-Малтан, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулнă май, районти лару-тăрăва, ĕçсем мĕнле пынине пĕтĕмпех пĕлсе тăратăп тесе шухăшлаттăмĕ. Район пуçлăхĕ умне татса паман çивĕч ыйту çакăн чухлех капланса туласса кĕтменччĕ. Ĕçлеме паллах çăмăл мар. Анчах халăх шанăçне тÿрре кăлармаллах. Ку – маншăн чи пысăк тÿллев. Администрацие манпа пĕрле ĕçлеме килнĕ юлташсене те çакнах калатăп, районшăн, халăх пурнăçне лайăхлатассишĕн хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тăвас пулать.
Чи кирлĕ пĕрремĕш ыйту вăл - ял хуçалăхне аталантарассиĕ.Элĕк районĕ, тĕпрен илсен, ял хуçалăх районĕ, тепрен илсен, ял хуçалăх районĕ. Ку отрасль пирĕн тăрăхра йăлтах арканнă темелле мар-ха. Вăй-хăват пĕтмен, ĕçлеме пулать. Паллах питĕ начар хуçалăхсем пурĕ. Пурнăç кăтартса пачĕ, хальхи вăхăтра ял хуçалăх производство кооперативĕсем пуласлăхсăр. Мĕншĕн тесен ЯХПК – коллективлă хуçалăхра унта хуçа çук. Пасар экономикин тапхăрĕнче хуçа çук пулсан никам та ĕçлесшĕн мар, инвесторсем те çакна пăхаççĕ, укçа-тенкĕ уйăрма тăхтаса тăраççĕ. Коллективлă хуçалăх лайăх йĕркеллĕ ĕçлесе пырать пулсан эпир ăна пулăшма хирĕç мар. «Новый путь» кооператив акă районта чи вăйлă хуçалăх шутланать. Ăна пулăшса пыма тăрăшатпăр. Арканнă хуçалăхсене вара укçа хывни усăсăр çĕнĕ меслетсем шухăшласа кăларма тивет.
- Ку енĕпе мĕнле çĕнĕлĕхсем пур-ха?
- Ĕçе шăпах çак çĕнĕлĕхсенчен пуçларăмăр та. Пĕлтĕрхи çулталăк вĕçĕнче – кăçалхи çулталăк пуçламăшĕнче ял хуçалăхĕнче харпăрлăх формине улăштарса çĕнĕ организацисем тăвас тĕлĕшпе нумай ĕçлерĕмĕр. Чылай хуçалăх никĕсĕ çинче тулли мар яваплă обществăсем, акционер обществисем йĕркелерĕмĕр. Вĕсен учредительсем хуçасем пур. Çĕpĕн хуçа пулсан вара - ĕç те ăнать. Сăвăнпа та çĕнĕ формăллă хуçалăхсен пуласлăх пур тесе шухăшлатăп. Юнтапа ялĕнчи «Слава» начар хуçалăхчĕ. Унăн никĕсĕ çинче районта пĕрремĕш тулли мар яваплă «Алмаз» общество туса хутăмăр. Ăна ял хуçалăхĕнче пысăк опыт пухни Геннадий Васильевич Денисов ертсе пырать. Хуçалăх куç умĕнчех çĕкленет, çурхи ака ĕçĕсене лайăх вĕçлерĕ. Пушă лаптăк хăвармарĕç. Малтан унта усă курман çĕрсем çурри ытлаччĕ. Юхăннă «Таутово», «Правда», «Волга» хуçалăхсем вырăнне те акционер обществисемпе тулли мар яваплă обществăсем йĕркелерĕмĕр. Вĕсем те çур акинче лайăх ĕçлерĕç, халĕ выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлесе хăварма тăрăшаççĕ. Ку хуçалăхсем ура çине çирĕп тăрас шанăç пур.
- Районта фермер хуçалăхĕсем мĕнле çĕлеççĕ?
- Хуçалăха вăйлă аталантарнă фермерсем пур: Журавлев, Исаев, Узянов, Иванов. Вĕсене çÿлтен хистесе-вĕрентсе пыма кирлĕ мар. Çĕрпе мĕнле усă курмаллине хăйсемех лайăх пĕлеççĕ тухăçлă тыр-пул, çĕр улми устереççĕ. Элĕк районĕн экономикине çĕклес ĕçе витĕмлĕ тÿпе хываççĕ. Фермерсен йышĕ ÿсет, «Ямаш» хуçалăх панкрута тухрĕ те унăн ĕçченĕсем çĕр пайĕсемпе уйрăлса тухрĕç, темиçе фермер хуçалăхĕ туса хучĕç. Çак меслет аталаннине те хирĕç мар эпир. Кооператив-и, тĕрлĕ формăллă общество-и, фермер хуçалăхĕ-и, килти хушма хуçалăх-и – уйăрса тăмастпăр, ĕçлеме пултаракансем пулăшусăр юлмаççĕĕ
- «АПК аталанăвĕ» наци проектĕнчеуйрăм çынсен хуçалăхĕсене аталантармалли çул-йĕре те палăртнă. Çак ĕçе мĕнлерех хутшăнатăр?
- Районта аш-какайăн, сĕтĕн, çĕр улмин 60-70 процентне килти хушма хуçалăхсенче туса илеççĕ. Апла тăк ял çынни ĕçсĕр лармасть, ăна хăйĕн хуçалăхне тата ытларах анлăлатма пулăшни вырçнлă. Çавна май агропромышленноç комплексне аталантарасси наци проекчĕ питĕ кирлĕ лайăх программа тесе шутлатăп. Вăл пурне те килĕшет кун пеки халиччен пулманччĕ-ха тесе ырланине пĕрре кăна мар илтнĕ. Унчченхи çулсенче халăхра правительство яла пулăшмасть тесе ÿпкелешекенсем пурччĕ. Халь çак сăмахсене никам та калаймасть. Патшалах витĕмлĕ пулăшма пуçларĕ. Пирĕн çакна ăнланса илсе пулăшупа тухăçлă усă курма пĕлмелле, малтанах акă килти хушма хуçалăхсене кредитсем парассине йĕркелесе яма питĕ йывăр пулчĕ, халăх ăнланмасть ун пек ĕçлесе кредит илсе курман. Ăнлантаратпăр, пĕтĕм тĕнче кредитпа ĕçлет, инфляцие шута илсен, паянхи кредит процентсăр тенĕ пекех патшалăх тата 7-8 процент хушса тÿленĕ пулса тухать. Халăх çакна ăнланса çитрĕ пулмалла. Хресчен вăл куршĕ мĕнле ĕçленине тимлĕ сăнать. Пĕр-пĕрне кура кунта та пĕр харăс тапранчĕç.
Паянхи куна кредитăн района уйăрса панă лимитне ирттерсе пурнăçларăмăр. 19,5 миллион тенкĕ памаллаччĕ, 165 çын 28,5 миллион тенкĕ илчĕ. Кредитпа халĕ тата 70-80 çын усă курасшăнĕ Кредит илнисем çак укапа пĕчĕк фермăсем тума выльăх ерчетме çура-пăру туянма, сортлă пахча çимĕç лаптăкĕсене анлăлатма пуçларĕç те ĕнтĕ. Палах, килти хушма хуçалăха хывнă миллионсем паян-ыранах тупăш парасса кÿтме çук. Анчах икĕ-виçĕ çултан çак укçа тухăçпа таврăнасси иккĕлентермест.
Сăмах май çур çулхи кăтартусене пăхса тухнă тăрăх сĕт сăвассипе те, аш-какай туса илессипе те плана тултарса пыни савантарать. Лайăх тыр-пул илес шанчăк пур. Ял çыннисен, ертÿçисен, уйрăмах çĕнĕ формăпа йĕркеленĕ хуçалăхсенче ĕçлес хавхалану пысăк.
- Çапах та Анатолий Ивановичрайонта промышленноç начар аталанни чармав кумест-и?
- Элĕк районĕнче ку тĕлĕшпе ыйту тахçантанпах çивĕч тăнă. Юлашки çулсенче ĕçлекен предприятисем те пĕтсех пычĕç. Паянхи куна ура çинче çирĕп тăраканни те райпо кăначчĕ. Паллах, ял хуçалăхĕпе кăна ĕçлесен район малалла кирлĕ пек аталанасси иккĕленÿллĕ. Çак çитменлĕхе пĕтерес тĕллевпе хăш-пĕр утăмсем турăмăр ĕнтĕ. Республика кунĕ тĕлне пысăк арман хута ятăмăрĕ «Сельхозтехника» территорийĕнче вырнаçнăскер, вăл виçĕ çул хупă тăчĕ. Ăна ĕçлеттерсе яма укçа хывакан инвестор та тупрăмăр. Халă халăха та меллĕ, район кассине те налук укçи кĕрет. «Строймонтаж" фирмăн «Элĕкри стройматериалсен завочĕ» предприятийĕ хăватне ÿстерсе пырать. Çак кунсенче, инвесторсем пулăшнипе, Анаткасри хупăннă кирпĕч завочĕ /халĕ вăл – «Анаткасри строительство материалĕсен завочĕ» ООО/ продукции кăлрама пуçларĕ. Каллех инвесторсемпе пĕрле ĕçлесе пĕтсе çитнĕ «Сельхозтехника» предприятипе «Нива» ЯХПК никĕсĕ çинче туллии мар яваплă «Аликовская» агрофирма» общество йĕркелесшĕн.
Элĕк райпоне, унăн Канашĕн ĕртÿçине Юрий Александрович Харитонова тав тăвас килет. Районшăн нумай тăваççĕ. Халь, акă, сĕт тасатса сивĕтекен икĕ хăватлă установка вырнаçтарса лартрĕç, халăхра сĕт пухассине çулсерен ÿстерсе пыраççĕ. Ял халăхне килти хушма хуçалăхра туса илекен продукцие пĕр чăрмавсăр вырнаçтарса тупăш илме витĕмлĕ пулăшаççĕ.
Район пуçлăхне тата мĕн пăшăрхантарать?
- Пирĕн районта тепĕр çивĕч ыйту - тирпей-илем кĕртессиĕ Кун прики пире Президент та сахал мар критиклет. Тĕрĕс критиклет. Чăн та, эпир районта /куншăн кÿренме кирлĕ мар/ пылчакра, таса марлăхра пурăнма хăнăхнă. Маншăн, район пуçлăхĕшĕн, чи йывăр ыйту вăл – халăхăн ăнланăвне улăштарасси, çĕнĕлле пурăнма хăнăхтарасси. Тирпейлĕ, таса ялта, район центрĕнче пурăнма кирек камшăн та кăмăллă пулмалла вĕт-ха. Хальлĕхе çак туйам çитсех каймастьĕ. Тирпей-илем пултăр тесе тăрăшатпăр палах. Тасатса тăрассине йĕркелесе ятăмăр. Анчах халăха, райцентрта вырнаçнă
организацисемпе предприятисен ĕртÿçисене тавралăха варалама юраманнине, хăйсен хыççăн çÿп-çапа пуçтармаллине ăнлантарса çитерме йывăр. Перле ĕçлемесен нихăçан та йĕрке тума çук. Çапах та лару-тăру улшăнасса, Элĕк районĕ тирпейлĕ те илемлĕ тăрăхсенчен пĕри пуласса шанса ĕçлетĕп.