Икĕ хута яхăн нумайрах вилнĕ
Район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче июнь уйăхĕнчи кăтартусене пĕтĕмлетнĕ. Пурĕ 17 ача: 11 арçын ача тата 6 хĕр ача çуралнă. Арçын ачасен юратнă ячĕсем Александр, Даниил, хĕр ачасен – Анна, Екатерина пулни палăрчĕ. Сайра тĕл пулакан ятсене те хунă. Кусем – Юлиания, Эвелина. Ашшĕ-амăшĕсен вăтам çулĕ – 28 çул.
Шел пулин те, вилнисен хисепĕ çуралнисенчен 2 хутя яхăн нумайрах. Пурнăçран 33 çын уйрăлнă. Çынсем вăтамран 62 çул пурăнни палăрчĕ. Çав шутран арçынсем – 57, хĕрарăмсем – 70 çул.
11 мăшăр пĕрлешнĕ. Каччăсем ытларах 25-34 çулта авланаççĕ. Хĕрсем