Тăлăх ачасем тимлĕхсĕр мар
Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне опекăпа попечительство органĕсенче 69 ача шутланать. Çав шутран тăлăх ачасем 47-ĕн. Вĕсене пăхса усрассипе хăш-пĕр ĕçсем туса ирттернĕ. Ачасемпе тата вĕсене пăхакансемпе калаçусем пулнă, кăçал шкул пĕтернĕ тăлăхсене професси суйласа илме пулăшнă, Элĕк, Юнтапа ял тăрăхĕсен территоирйĕсенче йывăр çемьесенче пулнă.
2 кварталта пăхакансăр юлнă 2 ачана палăртнă. Халĕ вĕсене пăхаканпа тивĕçтерессипе документсем хатĕрлеççĕ. 2 çемье Çĕмĕрлери ача çуртĕнче пурăннисене усрама илнĕ.
2 ашшĕ-амăшне 3 ачана пăхассипе правасăр хăварнă. 23 тăлăх ача шкулсем çумĕнчи ĕçпе кану лагерĕсенче пулнă.
И. Петрова
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета