Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

90 - ра та ĕçлет, ташлать

Элĕк районĕнчи Йăлкăш ял тăрăхĕнчи Исванкă ялĕнчи Ульяна Антонова 91 çула кайнă. Вĕсен çемьинче тăватă хĕр ÿснĕ, кшниех 90 çул ытла пурăннă.

Ульяна Антонова хăй ĕмĕрĕнче пĕр куна та ахаль ирттермен. Нимĕнле ĕçрен те хăраман, яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Вăрçă вăхăтĕнче хĕлле вăрман каснă. 50-мĕш çулсенче сĕт пухас ĕçре вăй хунă, ку енĕпе районта пĕрремеш вырăна тухнă.

Йывăрлăхсене сахал маар тÿссе ирттернĕскер пурнăçа юратни палăрать, савăнма пĕлет. У. Антонова эмел курăксем те пухать.

 



"Хыпар"
11 июля 2006
00:00
Поделиться