Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кооперативсем ÿсĕмлĕ ĕçленĕ

Çак уйăхăн пирвайхи кунĕсенче районти кооператорсем çур çулхи ĕç-хĕле тишкерсе тухрĕç.

Иртнĕ ултă уйăхра райпон пĕтĕмĕшле çаврăнăшĕ 96315 пин тенкĕпе танлашнă. Çакă, хаксемпе палăртсан, пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 9,6 процент ытларах. Ваккăн сутмалли таварçаврăнăшăн ÿсĕмĕ 109,6 процент, обществăлла аталану енĕпе – 110,9, хатĕрлев çаврăнăшĕ 116,8 процент.

Çур çулта вырăнти производство продукцине 5 миллион тенкĕ ытларах туса илнĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, райпо предприятийĕсем 8,5 миллион тенкĕлĕх ытларах продукции туса кăларнă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 июля 2006
00:00
Поделиться