Ĕçчен çынна ял савать
Çу кунĕсенче ял çыннин канма та вăхăт çук. Пенсионерсем те вăхăта алă усса ларса ирттересшĕнех мар. Ехремкасси ялĕнчи Грачевсен çемйи ĕçчен пулнине палăртмалла. Кунта иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура, нумай çул çурçĕрте ĕçлесе пурăннă. Тăван тăрăха таврăнсан «Правда» хуçалăха ĕçе вырнаçнă: Екатерина Васильевна малтан магазинта сутуçăра ĕçленĕ, каярахпа заведующире те вăй хунă. Вячеслав Иванович мĕн пенсие тухичченех «Правда» хуçалăхра водительте ĕçленĕ. Икĕ хĕр çитĕнтерсе качча панă вĕсем, хăтлă çурт купаласа лартнă.
Çичĕ теçеткерен иртнĕ пулсан та ватăсем пурнăçпа тан утса пыма тăрăшаççĕ. Çу пуçламăшĕнче çĕнĕ гараж, çулла апатланмалли пÿлĕм, кĕлетсем тата ытти хуралтăсене купаласа лартма вăй çитерчĕç.
40 çул ĕнтĕ Грачевсем пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр-пĕрне килĕштерсе пурнăçăн çăмăл мар сукмакĕпе утаççĕ.