Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чиркеве кайса курнă

Иртнĕ кунсенче çул çитмен комиссийĕнче учетра тăракан 17 çамрăк Ураскилт чиркĕвĕнче пулса курчĕç. Çак çулçÿреве район администрацийĕ çумĕнчи çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссии, вĕрентÿ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт пайĕсем тата шалти ĕçсен пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекци йĕркелерĕç.

Александр атте настоятель ачасемпе чиркÿ тăрăх экскурси ирттерчĕ. Вăл ырăпа усал, преступленипе айăплав çинчен, чиркÿ историйĕ пирки тĕплĕн каласа пачĕ. Çак хушăрах çамрăксене интереслентерекен ыйтусем çине хуравлама тăрăшрĕ.

Ачасем хушшинче чиркÿре пĕрремĕш хут пулакансем те пулчĕç. Тĕл пулура Александр атте ачасене кĕмĕл хĕрессем парнелерĕ.

 



15 июля 2006
00:00
Поделиться