Кредит илнисем йышлă
Кăçалхи июлĕн 12-мĕшĕ тĕлне районĕпе 28 миллион та 058 пин тенкĕлĕх кредита ĕçе кĕртнĕ. Хресчен-фермер хуçалăхĕсем ял хуçалăх техники туянма 8 миллион та 417 пин тенкĕ илме пултарнă.
Килти хушма хуçалăх хуçисем, 175 çын, 19 миллион та 641 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Çав шутран 55 процентне пĕчĕк калăпăшлă техника илнĕ, 15 процентне выльăх туяннă çĕре янă. Кашни хуçалăх пуçне вăтамран 110 пин тенкĕ тивет.
Элĕк, Мăн Вылă, Тавăт, Крымсарайкка, Чăваш Сурăм, Тени, Юнтапа ял тăрăхĕсенче пурăнакансем кредит илессипе уйрăмах активлă.