Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чăвашсурăмсем çĕнтернĕ

Район пуçлăхĕн «Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ĕçĕ-хĕлĕн мониторингĕ çинчен» хушăвне тĕпе хурса, район администрацийĕн пайĕсем тăратнă документсене  пăхса тухса, кăçалхи иккĕмĕш кварталти кăтартусем тăрăх çапла пĕтĕмлетÿ тунă.

Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Эдуард Владимирович Николаев пĕрремĕш, Мăн Вылăри ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Нина Алексеевна Лаврентьева – иккĕмĕш, Тени ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Галина Николаевна Мурзакова виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Ял тăрăхĕсен ĕçĕ-хĕлĕн пĕлтерĕшĕ ку чухне питех те пысăк. Пуçлăхсен камсенчен тĕслĕх илмелли те паллă ĕнтĕ. Ялсен, çынсен шапишĕн кашнин пуçарулăх кăтартса вăй хурасчĕ. Çавăн чухне кулленхи пурнăç та чылай лайăхланчĕ.

 



22 июля 2006
00:00
Поделиться