Хĕл тутă килĕ
- Выльăх апачĕ хатĕрлессипе ĕçсем анлă сарăлса пыраççĕ,- терĕ «Пучах» хуçалăх ертÿçи Леонид Четриков.
Вăл хĕрÿ тапхăрта Иван Николаев механизатор уйрăмах ырă тĕслĕх кăтартнине палăртрĕ. Асăннă ĕçчен КСК-100 агрегата тĕплĕ юсаннă та курăксене çулнă çĕрте те тухăçлă ĕçлеттернĕ. Ку енĕпе Григорий Шашкаров механизатор та тимленĕ. Курăксен массине турттарнă çĕрте 1 автомашинăпа 3 «Беларуç» трактор рейс хыççăн рейс тунă. Çапла пĕр эрнере сенаж çителĕклĕ хывса хăварнă. Ку ĕçре Сергей Васильев механизатор тÿпи те пысăк. Вăл траншейăри массăна пусăрăнтарнă çĕрте тăрăшăлăх кăтартнă.
Утă хатĕрлессипе те тимленĕ Элеккенушкăньсем. Ку ĕçре техника вăйĕпе анлă усă курнă. С.Васильев типнĕ курăка «кĕреплесемпе» тавăрса пухнă пулсан, Сергей Никифоров агрегачĕ пресланă.
Выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте хуçалăха шкул ачисем пысăк пулăшу панă. Вĕсем пурĕ 12-ĕн тăрăшнă. Вĕренекенсене хавхалантарассине те йĕркеленĕ.
Тырă пуссине 3 комбайн тухрĕ. Юсав ĕçĕсем хĕрсех пыраççĕ. Кĕр тыррисене акма хатĕленĕ çĕрте С.Васильев агрегачĕ ĕçлет.