Кандидатсем паллă
«Единая Россия» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн 11-мĕш черетсĕр конференцийĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн тăваттăмĕш суйлавĕнчи депутачĕсен кандидачĕсене сĕнчĕç.
Пĕрлехи суйлав округĕпе сĕннĕ кандидатсен парти списокĕнче – Чăваш Республикин Президенчĕн Н.В. Федоровăн хушамачĕ пĕрремĕш. Сăмах май, ку сĕнĕве Раççейри Аграри партийĕн регионти уйрăмĕ те ырланă. Списокра çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн М.А. Михайловскин (иккĕмĕш) тата Чăваш патшалăх Канашĕн депутачĕн Е.Н. Николаевăн (виççĕмĕш) хăшамачĕсем те пур.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета