Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сĕт сивĕтмелли пункт ĕçлет

Ехремкасси ял тăрăхĕнче районти потребительсен обществин çĕнĕ предприятийĕ уçăлнă. Ку вăл – сĕт сивĕтмелли йышăну пункчĕ. Вăл сменăра 16-17 тонна сĕт йышăнма, 12 тонна продукцие сивĕтме пултарать. Ăна виçĕ градус ăшă таран сивĕтеççĕ. Сменăра 4 çын ĕçлет: Л. Александрова мастер, О. Филиппова приемщица, Н. Козлов мастер тата Е. Михайлова лаборант.

Сивĕтнĕ продукцие Вăрнарти, Çĕмĕрлери тата республикăри ытти сĕт-çу завочĕсене ăсатаççĕ. Ехремкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем çак пунктра сĕт нумай пырса параççĕ. Предприятие сĕт леçмен хуçалăх çукпа пĕрех. Çакă, паллах,  ял çыннисене хушма укçа тума май парать. Çавăнпах ĕнтĕ чылайăшĕ килте ĕне усраççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
29 июля 2006
00:00
Поделиться