Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ял хуçалăх кооперативĕсем уçăлаççĕ

Çак кунсенче район администрацийĕ «Элĕк-сĕт» (Аликово-молоко) предприятипе аренда килĕшĕвне тунă. Ку предприяти малтан сĕт йышăнакан пункт пулнă, анчах вăл 5 çул ытла ĕçлемесĕр ларнă. «Элĕк-сĕт» ял хуçалăх кооперативне çĕртме уйăхĕнче йĕркеленĕ. Унăн тĕллевĕ – наци проектне пурнăçласа халăхран сĕт пухасси тата унран продукции  хатĕрлесси.

Çулталăк вĕçлениччен районта татах темиçе ял хуçалăх кооперативĕ йĕркелеме палăртнă. Вĕсем халăха транспортпа тивĕçтерессипе, çăм таптарассипе, кредитсем парассипе ĕçлĕç. Паянхи кун район администрацийĕн пурлăх енĕпе ĕçлекен специалисчĕсем  çĕнĕрен уçăлакан кооперативсене пурлăх уйăрса парас тĕлĕшпе сĕнÿсем хатĕрлеççĕ. Вĕсем район территорийĕнче ĕçлесе пулăшма килĕшекен инвесторсемшĕн те усăллă пулĕç.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
29 июля 2006
00:00
Поделиться