Максим Максимов – Раççей чемпионĕ
Кăнтăрти Анапа хулинче çак кунсенче çамрăксем хушшинче бокспа ăмăртассипе Раççеă Федерацийĕн чемпионачĕ иртнĕ. Унта пурĕ 700 ытла спортсем хутшăннă. Чăваш Республикинчен чемпионата 2 спортсмен кайнă: Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен Сергей Трофименко тата Элĕкри вăтам шкулта пĕлÿ пухакан Максим Максимов. Икĕшĕ те ăнăçлă тупăшнă. Сергей Трофименко 50 килограмлă виçере пурне те çĕнтерсе чемпион пулса тăнă. Максим Максимов
Халĕ Максим Украинăран иртекен Европа чемпионатне кайма хатĕрленет. Умри çивĕч ăмăртусене хутшăнма ăна ашшĕ – Владимир Максимовпа Сергей Константинов тренерсем пулăшаççĕ.