Пурнăçа усăсăр ирттермен
Пурнăç тени ытла та сисĕмсĕр. Çулсем малалла шунă май ватлăх хапхи умне çитсе тăнине те сисместĕн. Тури Выла ялĕнчи Иван Николаев Никитин çак кунсенче сакăр вунă çулхи юбилейне паллă турĕ. Вăл ачаран пурнăç йывăрлăхĕсене туйса илнĕ. Вăрçă пуçланнă çул 15-ре пулнă. Аслисемпе пĕрле тăван хуçалăх уй-хирĕнче тăрмашнă: мĕн хушнă, çавна пурнăçланă. Çăмăл пулмасан та пуçа усман. Ветеранăн çемье пысăк: ачисем ÿссе çитĕннĕ. Халĕ унăн сакăр мăнук. Иван Николаевич ывăлĕпе пĕрле пурăнать. Ун шучĕпе, пурнăçа усăсăр пурăнса ирттермен. И. Никитин тĕллеве вĕçертмен, çынсемшĕн усăллă пулассишĕн вăй-хала шеллемен.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета