Выльăхсен йышне ÿстереççĕ
«Пучах» хуçалăх ертÿçисем юлашки вăхăтра выльăхсен йышне ÿстерессипе хăш-пĕр ĕçсем тăваççĕ. Муркаш районĕнчи ăратлăх енĕпе ĕçлекен «Герой» хуçалăхран цыгайски ăратлă 30 сурăх туяннă. Лашасен йышне çĕнетес тесе 40 пин тенкĕ парса ăратлă тиха илнĕ.
Нумаях пулмасть «Яргунькинский» хуçалăхран 30 сысна илсе пынă. Л.Н. Четриков хурсем ерчетессипе те ĕçлет. Кăçал ăратлă 303 хур туяннă. Кайăк-кĕшĕке кооператив членĕсем самăртаççĕ. Вĕсем ĕçшĕн хурсем е выльăх апачĕ илеççĕ.
Çĕнĕ вăхăт çĕнĕлле ĕçлеме ыйтать. Рынок условийĕсене хăнăхнисем кăна ăнăçлă пултарĕç. Çавна ĕртÿçĕсем, ĕçченсем те аван ăнланаççĕ. Элеккенушкăньсем хăйсен ял хуçалăх предприятийĕ панкрута тухмасса шанаççĕ.