Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленеççĕ

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен вăхăт нумай та юлмасть. Районта 16 шкул. Пуринче те классемпе коридорсене йĕркене кĕртеççĕ, партăсемпе пукансене тата стенасене сăрлаççĕ. Вырăс Сурăм шкулĕнче, акă, çурт тăррине улăштарассипе ĕçлеççĕ. Ăшă памалли тапхăр та хăратмасть. Районти кашни шкулах çут çанталăк  газĕ  кĕртнĕ. Çавна май котельнăйсене юсаççĕ, насоссене тепĕр хут пăхса тухаççĕ. Район информаци-компьютер технологийĕсене аталантарас тĕлĕшпе малтисен йышĕнче шутланать. 16 шкултан 14-шĕнче спутник антенисене вырнаçтарнă.

Кăçал Юнтапа шкулĕ хута каймалла. Çавăнпа та халĕ Строительсем çĕнĕ объект хăтлă та илемлĕ пултăр тесе тăрăшса ĕçлеççĕ. 196 вĕренекен вали хăпартнă çĕнĕ çуртăн алăкĕсем сентябрĕн 1-мĕшĕнче  уçăлĕç. Ку шкула йышăнма августăн 20-мĕшĕнче комиссии килет.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 августа 2006
00:00
Поделиться