Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

М. Ефимовăн хĕрĕ Элĕкре пулчĕ

 Район çыннисем Совет Союзĕн Геройне Мирон Ефимович Ефимова лайăх пĕлеççĕ. Самушка ялĕнче çуралса ÿснĕскер лейтенантран полковника çитнĕ. Вăл вăрçă вăхăтĕнче авиации командирĕ те пулнă. Вăрçă çулĕсенче 300 яхăн вĕçев тунă, 17 самолет персе антарнă. Ытти техникăна йĕркерен кăларни тата мĕн чухлĕ! 

М. Ефимов халĕ Мускавра пурăнать пулин те чăваш çĕршывне манмасть. 1998 çулта Самушкăна килсе кайнă. Çак кунсенче вара районта Мирон Ефимовичăн хĕрĕ пулчĕ. Пĕччен мар вăл, Раççей Федерацийĕн Экономика аталанăвĕн  министерствинче ĕçлекен мăшăрĕпе пĕрле. Çавăн пекех пĕрле «Дом строй» обществăн финанс директорне те илсе килнĕ. Район пуçлăхĕ патĕнче иртнĕ тĕл пулура тĕрлĕ ыйтусене хускатрĕç вĕсем, пулăшма та пулчĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 августа 2006
00:00
Поделиться