Çурла уйăхĕнче туй нумай
Элĕк районĕн демографи ыйтăвĕ Раççейри пекех пысăк ыйвăрлăхра. Утă уйăхĕнче 19 ача кун çути курнă. Вĕсенчен 14 арçын ача, 5 хĕр ача. Пĕлтĕрхипе илсен кăтарту виçĕ хут пысăкланнă. Ашшĕ-амăшĕн вăтам çулĕ – 27: арçынсен – 29 çул, хĕрарăмсен – 25. Шел те, вилнисен шучĕ çуралнисенчен пысăкрах. Юлашки уйăхра 36 çын вилнĕ: 21 арçын, 15 хĕрарăм. Районти çынсен пурнăç тăршшĕ вăтамран – 66 çул.
Çичĕ мăшăр пĕрлешнĕ, иккĕшĕ уйрăлнă. Çурла уйăхĕнче мăшăрланакансем нумайланнине палăртмалла, анчах темĕншĕн çемьесем çирĕп мар.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета